Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ура ҫинчи тумтир, атӑ-пушмак (ТумС)

Тумтир словарӗн пайӗ, Хыпар хаҫатӑн 243-244, 246, 247 номерӗсенче пичӗтленнӗ статьяран илнӗ. Авторӗ — Никифор Наумов, ӑсчах. Ӳкерчӗксене Е. Гатауллина-Наумова, Е. Наумова ӳкернӗ.

Ура ҫинчи тумтир, атӑ-пушмак

Атӑ — /вырасла "сапог", "соп", "сопло", "труба" сӑмахран. Тӗрӗкле "эдик", "иптек", "идик"/ — ура чикмелли тумтир. Урапа утмалли, атмалли тум. Атӑна тиртен /чӗн тиртен/, сӑранран ҫӗлеҫҫӗ. Атӑ, атӑ кунчи, атӑ пуҫӗ, атӑ сӑмси, атӑ кӗлли. Сарӑ атӑ, ҫӑм атӑ, пахилке атӑ. Арҫын атти, хӗрарӑм атти, хӗрача атти, каччӑ атти, ҫуллахи атӑ, йӗпе-сапара тӑхӑнмалли атӑ. Туя каймалли аьӑ. Туя - атӑпа, ӗҫе ҫӑпатапа тухнӑ.

Бурки — сӑран тӗплӗ, хӑю ҫӗленӗ кӑҫат, ҫӑм атӑ.

Калуш — Галсен сӑран чувекӗ. XX ӗмӗрте тепӗр хут резина калуш йӑлана кӗнӗ.

Каптӑрма — калӑп тӗплӗ ҫӑпата. Каптӑрмана ҫӑка йывӑҫсенчен касса шӑтарса тӑваҫҫӗ. Ҫуркунне шыв илесрен ҫӑпата тӗпне ҫӗлесе ҫыхса лартаҫҫӗ. Каптӑрмаллӑ ҫӑпатапа ура шӑвать, Каптӑрмаллӑ ҫӑпатана ҫамрӑк ачасем тӑхӑнаҫҫӗ, юр кайсан тӑхӑнма пӑрахаҫҫӗ.

Кӑҫат — /вырӑсла "валенки", "валять" сӑмахран/. Кӗҫҫе атти, ҫӑм атӑ. Вӑрӑм кунчаллӑ кӑҫат, кӗске кунчаллӑ кӑҫат, хура кӑҫат., шурӑ кӑҫат, тӗпленӗ кӑҫат, бурки кӑҫат.

Нуски — чӑлха. Кӗске чӑлха.

Пахилке — /вырӑсла "бахиллы"/ — Пулӑҫсем е йӗпе ҫанталӑкра тӑхӑнакан тӗплемен атӑ. Пахилке сарлака кунчаллӑ. Кунчине пӗҫ ҫине е пилӗке ҫӗклесе ҫыхаҫҫӗ. Пахилке сарлака шыв яман сӑран чӑлха.

Пушмак — вырӑсла "башмак". Пушмак пӑру тирӗнчен ҫӗленӗ кӗске кунчаллӑ сӑран
атӑ. Пушмак каснӑ кунчаллӑ, тӳмеллӗ е ҫип кантраллӑ. Пушмакне тӑхӑнсан кунчине ҫыхса хупаҫҫӗ.

Санталь — /вырӑсла "сандали", грексен "сандалион" — деревянный башмак/ — тиртен ҫӗленӗ, тӗпленӗ ура пичӗ ҫине пиҫиххипе, кантрапа ҫыхса тӑхӑнмалли пушмак. Санталь ӑшӑх пушмак.

Ҫӑматӑ - кӑҫат.

Ҫӑпата — /вырӑсла "лапти", тӗрӗк ҫемйинчи халӑхсен чӗлхинче — "чабожа", "сабожа", "шабажа" — пушмак/. Ура ҫыххи. Пушӑт ҫӑпати, чӗн ҫӑпата, ҫӑка пушӑт ҫӑпати, хурама пушӑт ҫӑпати, хурӑн пушӑт ҫӑпати, хӑва пушӑт ҫӑпати. Кавказ енче пурӑнакансем сӑрт ҫинчи сукмакран шуса ӳкесрен чӗн ҫӑпата тӗпне ҫыхса мӑклашкасем тӑваҫҫӗ.

Тапка — вырӑсла "тапки", "тапочки", ("тапочка" — пускӑч, ҫӑмӑл, ӑшӑх чувек, санталь. Килти тапка, сӑран тапка, пир тапки, спорт тапки.

Тӑла, тӑлла — ура ҫине ҫавӑрса сырнӑ тӑлла сӑхман, пир-пусма сырнӑ тӑла ҫине ҫӑпата тӑхӑнаҫҫӗ. Тӑлла-сӑхман — 40x120 сантиметр, тӑлла-пир 30x100 сантиметр таран пулать. Ҫулла пир тӑлла, хӗлле ҫӑм тӑлла сыраҫҫӗ. Вирьялсем хура тӑлла, анат, анат енчи чӑвашсем шурӑ тӑлла сыраҫҫӗ. Вилнӗ ҫын урине тӑллана хирӗҫле сыраҫҫӗ.

Чӑлха — ура ҫине тӑхӑнакан, ҫыхнӑ, вӑрӑм кунчаллӑ йӑлӑ, тум. /Тӗрӗк чӗлхинче "чулгоо", "сылгау", "чолга-чулха"/ — Ҫӑм чӑлха, пир чӑлха, лавкка чӑлхи, фабрика, хапрӑк чӑлхи, тир чӑлхи. Вилнӗ ҫын валли ҫӗленӗ /ҫыхнӑ/ чӑлха кӗлӗсӗр.
Вырӑс чӗлхине тӗрӗксен /чӑвашсен/ чӗлхинчен кӗнӗ.

Чувек — ҫемҫе тӗплӗ, ӑшӑх санталь, пускӑч, пушмак. Малтан чувеке тир таткинчен тунӑ, ура ҫине кантрасемпе ҫыхса, сырса тӑхӑннӑ. Каярахпа тӗпленӗ. Чувек — ҫуллахи пушмак. Сӑран чувек, сӑхман чувек, тир чувек, килти чувек. Халӗ чувек вырӑнне тапка /топтушка/ тӑхӑнаҫҫӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-01-14 02:39:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5050 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем